Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешессин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫак ӳсен-тӑранпа кӗрешме 20,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсекен вырӑн пӗлтӗрхинчен 1,1 хут пысӑкланнӑ. Вӑл ытларах Тӑвай, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑрана юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме тӗллев лартнӑ.
Пӑрачкав районӗн прокуратури тӑхӑр йывӑҫ каснӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 30 ҫулти арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ.
Ҫакскер саккуна пӑсса йывӑҫсем каснӑ – 9-шне йӑвантарнӑ. Ҫапла майпа вӑл патшалӑха 41 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе миравай судьяна пӑхса тухма панӑ.
Палӑртмалла: кунашкал статьяпа айӑпланакансене ирӗксӗр 2 ҫул таран та хӑварма пултараҫҫӗ.
Юстицин аслӑ канашҫине, Пӑрачкав районӗн прокурорӗнче ӗҫленӗ Алексей Галахова ҫӗнӗ должноҫ шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарлать.
Раҫҫей тӗп прокурорӗн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн малашне Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗн тивӗҫне Алексей Галахов пурнӑҫласа пырӗ.
Палӑртса хӑвармалла, вӑл 1976 ҫулта Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Диплом илсенех ӑна 2001 ҫулта Йӗпреҫ районӗн прокуратурине следователь пулса ӗҫлеме йышӑннӑ. 2002 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗччен вӑл Вӑрнар район прокурорӗн ҫумӗнче тата Пӑрачкав районӗн прокурорӗнче вӑй хунӑ.
ЧР Патшалӑх ветеринари службин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче тилӗсен шучӗ пирки калаҫнӑ. Унта ҫак чӗрчун нумайланса кайнӑ-мӗн.
Канашлӑва район администрацийӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх тата экологи управленийӗн пуҫлӑхӗ В.Журина, экономика пайӗн ертӳҫи Т.Андреева тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, районта тилӗ йышланса кайнӑ. Вӗсем районти ялсене тапӑнаҫҫӗ. Тӳре-шара сунарҫӑсене тилӗсене тытма ыйтнӑ. Ахаль тумӗҫ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарӗҫ: пӗр пуҫ тытнӑшӑн 350 тенкӗ парӗҫ.
Тилӗсене йышне чӗрчунсемпе ҫынсен хушшинче хӑрушӑ чир ан сарӑлтӑр тесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме пуҫлӗҫ.
Пӑрачкавра пурӑнакан Вячеслав Анатольевич Малинин пулла авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫав кунранпа Вячеслав Малинина никам та курман. Вӑл ниҫта та куҫса кайма хатӗрленменни паллӑ. Пӗтӗм документа тата япаласене килте хӑварнӑ вӑл.
Арҫынна халӗ Раҫҫейри ытти регионта та шырама тытӑннӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ хура, кӑштах шуралнӑ. Усси пур. Вӑл куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-835-36-2-69-40 тата 8-835-36-2-68-87.
Виҫӗмкун, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӑрачкаври вӑтам шкулта «Чӑваш Ене юрат» ҫамрӑксен вӗренӳ семинарӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ иккен.
Семинар тӗллевӗ ҫамрӑксене проект ӗҫ-хӗлне явӑҫтарасси, вӗсене професси, пултарулӑх, обществӑра аталанма май туса парасси тесе ӗнентереҫҫӗ. Тата яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫӑн вӑй-халне Пӑрачкав районне аталантарма туллин усӑ курасшӑн иккен.
Мероприятие эксперт пулса республикӑн парламенчӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен палатин пайташӗ Алексей Львов тата «OE Consulting» консалтинг фирмин ертӳҫи Олег Ефимов психолог хутшӑннӑ. Вӗсем «Шкул ачисен профориентацийӗ», «Ҫамрӑксен проект культури» тренингсем ирттернӗ, «Чӑваш ене юрат» ҫамрӑксен юхӑмне хӑтланӑ.
Семинара диалог евӗр йӗркеленӗ. Унта ачасене вӑхӑтпа епле усӑ курмаллине, хӑйсен тӗллевне хаклама вӗрентнӗ тесе Пӑрачкав район администрацийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ.
Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ.
Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ.
Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |